Чӑваш Енре салат ҫулҫи туса илме тытӑнасшӑн. Теплицӑсем Етӗрне округӗнче пулӗҫ. Унта ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ.
«Позитив» компани 4 гектар ҫӗр ҫинче теплица тӑвасшӑн. Кӑҫал 2400 тӑваткал метрне ҫаврӑнӑша кӗртме палӑртнӑ. Унта салат ҫулҫи кӑна мар, каярахпа хӑяр, помидор та лартса ӳстерме палӑртнӑ. Тен, пурӑна киле ытти пахча ҫимӗҫ те пулӗ.
Продукцие ҫавӑнтах упаковка туса лавккасене ӑсатӗҫ. Палӑртмалла: унччен республикӑра ҫавӑн чухлӗ салат никам та ҫитӗнтермен.
Етӗрне округӗнчи «Вирьял» ансамбль регионсен хушшинче иртнӗ славянсен ӳнерӗн фестивалӗнче палӑрнӑ. Вӑл «Вырӑс уйӗ» /выр. «Русское поле»/ ятпа иртнӗ. Ансамбль фестивальте ятарлӑ премие тивӗҫнӗ. «Халӑх йӑли-йӗркине упранӑшӑн» ятлӑ вӑл.
Палӑртмалла: фольклор ушкӑнӗ 1990 ҫулта Тури Ачак культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ. Ӑна пуҫарма РФ тата ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак сӗннӗ.
Саламлатпӑр пултаруллӑ ушкӑна!
«Вӑт ку музей тӑк музей! Юлашки куна та усӑллӑ ирттерес терӗҫ те «Эткер» сменӑри ачасем — Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнчи ӗлӗкхи чӑваш кил-ҫyртне ҫитрӗмӗр. Тӗлӗнмелли, курмалли, мӑнаҫланмалли питӗ нумай куртӑмӑр, илтрӗмӗр», — хыпарланӑ Ирина Диарова чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Ачасене тырӑ авӑртмалли ал арманӗ, шут шӑрҫи, тури чӑвашсен тумӗ килӗшнӗ иккен. Вӗсем Аркадий Айдак пуканӗ ҫине ларса пӑхнӑ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче Пӗтӗм тӗнчери плэнер иртнӗ. Ӑна Тури Ачак ялӗнче йӗркеленӗ.
Плэнера хутшӑнакан ӳнерҫӗсем хӑмла темипе те ӳкернӗ. Хӑмла ку округа мӗншӗн ҫывӑх пулни паллӑ ӗнтӗ.
Ҫавӑн пекех ӳнерҫӗсем 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн чӗрхуҫалӑх музейӗн заведующийӗн Людмила Петровӑн портретне те ӳкернӗ.
Етӗрне округӗнче автотуристсем валли канмалли кун маршрутне уҫасшӑн.
ЧР вице-премьерӗ - экономика министрӗ ҫапла палӑртнӑ: округра инфратытӑма, сервиса укҫа хывма, автотуристсене йышӑнма хатӗр кану базисем пур. Автотурист пӗр кунра темиҫе паллӑ вырӑна ҫитме пултарать.
Министр каланӑ тӑрӑх, маршрутсенчен пӗри «Сурские зори» кану базинчен Ильин тӑвӗ таран выртма пултарать. Ку - историре юлнӑ вырӑнсем. Унта Емельянов Пугачев ҫарӗсем тӑнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫав тӑрӑхра тыл ӗҫченӗсем Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче арҫын путса вилнӗ. Вӑл 33 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем шыранӑ.
Арҫын Ҫимеккасси ҫывӑхӗнчи пӗвере шыва кӗнӗ. Вӑл путни пирки ҫынсем пӗлтернӗ. Арҫынна ӗнер ҫӗрлечченех шыранӑ, паян ирхине ӗҫе малалла тӑснӑ. Паян унӑн виллине тупнӑ.
Республикӑри 10 округ Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме хушма укҫа ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче - Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсем. Вӗсене пӗтӗмпе 4,5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа 2,85 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк ҫинчи Сосновский пултӑранне пӗтерме май парӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак наркӑмӑшлӑ курӑкпа кӗрешме 11,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Етӗрне округӗнчи Пӑчанар ялӗнче пурӑнакан Степановсем пӗве ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне темӗнле хӑйне евӗр ҫаврака япала асӑрханӑ. Ачасем ӑна мечӗк вырӑнне йышӑннӑ. Патнерех пынӑ та - кӑмпа иккен. Юнашар тепӗр ҫавӑн пек кӑмпа пулнӑ.
Степановсем вӗсене татса киле илсе кайнӑ. Иккӗшӗ 3 килограма яхӑн тайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ Екатерина кӑмпана хӗл валли маринадланӑ.
Ахӑртнех, ку, вырӑсла каласан, «головач гигантский» ятлӑ кӑмпа. Вӑл - шампиньон йышши. Экспертсем ӑна ҫамрӑк чухне ҫиме сӗнеҫҫӗ.
Паян шыв ҫинче тепӗр инкек пулнӑ. Каллех ача путса вилнӗ.
Ку инкек Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Уйкас Асламас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ. «Контактри» халӑх тетелӗнчи «Вести Ядринского района» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан кӗлеткине шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ. Арҫын ача 14 ҫулта пулнӑ.
Етӗрне округӗнчи Янӑм ялӗнчи пӗр кил хуҫалӑхӗнче кушак вилнӗ. Ҫавна май утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе унта карантин пулнине йышӑннӑ.
Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ кушак аҫин урнӑ чир пулнӑ.
Чир ҫӑлкуҫӗ - Тӗп урамри 9-мӗш ҫурт. Унтан 900 метр радиусри территори ӑнӑҫлах шутланмасть. Карантин вӑхӑтӗнче чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ ярмӑрккӑсем, куравсем, суту-илӳ, ытти мероприяти ирттерме юрамасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |